A A A Ц Ц Ц Ц

ШРИФТ:

Arial Times New Roman

ИНТЕРВАЛ:

х1 х1.5 х2

ИЗОБРАЖЕНИЯ:

Черно-белые Цветные
МАОУ "Вотланская ООШ" Аликовского мунципального округа Чувашской Республики
Добро пожаловать на официальный сайт МАОУ "Вотланская ООШ"

Паян пысăк уяв - чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Нихăш халăх та тăван халăх чĕлхисĕр пур енлĕн аталанаймасть.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхин кунне уявлаççӗ. Ҫак чаплӑ уява И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче палӑртма йышӑннӑ. Вутлан вӑтам шкулӗнче 1,2 классра вӗренекенсем  те  Иван Яковлевича сума суса, ӑна асӑнса Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ турӗç. Уяв программинче чӑваш юрри-ташши, сӑвви янӑрарӗ. Ҫак уяв кашнин чӗринче савӑнӑç туйӑмӗ çуратрӗ.